Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх

 

8134Айӑп патакки каҫан виҫет.Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх
8135Айӑп писев мар, ҫапах пите хӗретет.Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх
8136Айӑп пулсан ыйхӑ вӗҫет.Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх
8137Айӑп ҫук та, хуйхӑ ҫук.Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх
8138Айӑп тени кашнинех пулма пултарать.Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх
8139Айӑпа кӗнӗ ҫын хӗрелме те пӑрахать.Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх
8140Айӑпа кӗретӗн пулсан тӳрленме те пӗлес пулать.Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх
8141Айӑпа кӗрсен тайми пуҫ та тайӑлать.Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх
8142Айӑпа кӗтӗн пулсан асапне те тӳсме пӗл.Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх
8143Айӑплӑ йывӑҫ айван ӳсет.Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх
8144Айӑплӑ йытӑ патак тытсанах нӑйкӑшать.Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх
8145Айӑплӑ йытӑшӑн патак тупӑнсах тӑрать.Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх
8146Айӑплӑ сӑмах каласан айӑплӑ сӑмах илтетӗн.Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх
8147Айӑплӑ ҫын куҫран пӑхаймасть.Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх
8148Айӑплӑ ҫынна — тип мунча.Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх
8149Айӑплӑ ҫыннӑн каҫанӗ кӗҫӗтет.Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх
8150Айӑплӑ ҫыннӑн пуҫӗнчи ҫӗлӗкӗ ҫунать теҫҫӗ.Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх
8151Айӑплин айӑпне хулӑ каҫарать.Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх
8152Айӑплине те хӑтараҫҫӗ, айӑпсӑррине те путараҫҫӗ.Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх
8153Айӑпличчен пуҫу тавра виҫсе пӑх.Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх
8154Айӑпне кура патакӗ.Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх
8155Айӑпне кура хаса теҫҫӗ.Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх
8156Айӑпне туякан шӑп тӑрать.Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх
8157Айӑпсӑр айӑпра пулсан, ай, ҫӑмӑл мар теҫҫӗ.Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх
8158Айӑпсӑр аш ан шыра — выҫӑ юлӑн, айӑпсӑр ҫын ан шыра — туссӑр юлӑн.Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх
8159Айӑпсӑр пурӑнма аванрах.Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх
8160Айӑпсӑр ҫынна ҫапма пикеннӗ чӑпӑркка хӑйне ҫаврӑнса тивнӗ тет.Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх
8161Айӑпсӑр ҫынна хаса ҫук.Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх
8162Айӑпсӑр юхнӑ юн тавӑрма чӗнет теҫҫӗ.Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх
8163Айӑпсӑрри хӑюллӑ, айӑпли хӑюсӑр.Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх
8164Пӗр айӑпа патша та каҫарнӑ тет.Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх
8165Пӗр айӑпа Турӑ та каҫарнӑ тет.Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх
8166Пӗр айӑплӑ пулсан сӗтпе ҫӑвӑнсан та тасалаймӑн.Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх
8167Пӗчӗк айӑп пысӑккине ҫуратать.Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх
8168Ыттисене айӑпличчен хӑвна тӑрӑххӑн пӑхса ил.Айӑплӑх — Айӑпсӑрлӑх